Новости
22 Февраля 2022, 10:55

Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ

Раççейре Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçланă салтаксене халалласа февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Асăну кунне паллă турĕç

Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕПелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ
Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ

1989 çулхине шăпах çак кун Совет Çарĕн юлашки колоннине Афганистан çĕрĕсенчен илсе тухнă. Вунă çула тăсăлнă Афган вăрçи вĕçленнĕ. Анчах вăл унта хутшăннă кашни салтакăн чĕринче ытла та тарăн йĕр хăварнă. Çак кунхине Раççейре Афган вăрçине тухса кайнисене кăна мар, ытти çар хирĕç тăрăвĕсене тата хĕрÿ точкăсене хутшăннисене сума сăваççĕ.

Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 33 çул çитнине халалласа Пелепей хулинчи «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» мемориаллă комплексра Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçланă паттăрсене чысланă митинг иртрĕ.

Асăннă мероприятие Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев, районти депутатсен Канашĕн председателĕ Сергей Лущиц, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Марат Шафиков, Пелепей хулинчи хула хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Салим Губаев, Пелепей хулинчи, Пелепей тата Ермеккей районĕсен çар комиссарĕ Рустам Сахабов, Пелепейĕнчи Вăрçă тата ĕç ветеранĕсен хула канашĕн председателĕ Александр Буйлов, Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ Борис Гордеев отставкăри полковник, право йĕркине сыхлакан органсен тата Росгвардин ĕçченĕсем, Обществăлла канашăн пайташĕсем, вăрçă ветеранĕсем, интернационалист-салтаксем тата хула çыннисем хутшăнчĕç.

Азат Сахабиевпа Рустам Сахабов «Çар хирĕç тăрăвĕсен участникĕсем» асăну сооруженийĕ умне кăшăл (венок), ыттисем чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан пуçĕсене хунă салтаксене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ.

Рафис ХАСАНОВ.

Пелепей хули.

Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ
Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ
Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ
Пелепей хулинче вырăнти вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса митинг иртрĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас