Новости
1 Марта 2022, 09:00

«Агидель» олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă

2022 çулхи февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче республика шайĕнчи шкул ачисен «Агидель» полилингваллă (нумай чĕлхеллĕ) олимпиади иртрĕ.

Асăннă мероприятие ПР Вĕрентÿпе наука министерстви тата республикăри нумай профильлĕ полилингваллă шкулсен пулăшнипе Республикăри 1№ нумай профильлĕ полилингваллă гимназире иккĕмĕш хут ирттерчĕç.
Олимпиадăн тĕллевĕ талантлă, пĕр харăс темиçе чĕлхе пĕлекен ачасене тупса палăртасси, тăван тата ют чĕлхесене ăша хывма кирлĕ условисем йĕркелесси, вĕренме хистесси, полилингваллă вĕрентĕве аталантарас тĕллевпе ачасене тĕнчери культура эткерлĕхне явăçтарасси пулчĕ.
Мероприятин пĕрремĕш (суйласа илмелли) тапхăрĕнче Пушкăртстан Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 5-11 классенче вĕренекен 2911 ача хутшăнчĕ.
Иккĕмĕш (пĕтĕмлетÿ) тапхăрĕнче суйлав турĕн çĕнтерÿçисене «Ток-шоу» мелĕпе иртнĕ вĕрентÿ проектне явăçтарчĕç. 91 вĕренекен ушкăнсене пайланса вырăс, акăлчан, нимĕç, француз, турккă, пушкăрт, тутар, чăваш, мари чĕлхисемпе Раççей халăхĕсен культурине халалланă проектсем туса вĕсене хÿтĕлерĕç. Жюрире асăннă чĕлхесене вĕрентекенсем пулчĕç. Олимпиадăна жюри пулса ППУ Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.В. Коротаева та хутшăнчĕ.
Лариса ВЛАСОВА. Ĕпхÿ хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас