Урал сасси
+16 °С
Дождь
Новости
1 Марта 2022, 12:15

Аграрисем 1,4 млрд тенкĕлĕх лизингпа усă курса техника туянасшăн

Ял хуçалăх техникине çулталăкне 3% лизингпа туянса пулать.

Аграрисем 1,4 млрд тенкĕлĕх лизингпа усă курса техника туянасшăнАграрисем 1,4 млрд тенкĕлĕх лизингпа усă курса техника туянасшăн
Аграрисем 1,4 млрд тенкĕлĕх лизингпа усă курса техника туянасшăн

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсем 2022 çултан  «Росагролизинг» компанине 1,4 млрд тенкĕлĕх техника туянма заявлени çырнă. Вĕсенчен 1,3 млрд тенкĕлĕх 134 заявление ырланине ял хуçалăх  министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Январьпе февраль уйăхĕсенче хуçалăхсем лизингпа 290 млн тенкĕлĕх 55 техника единицине туяннă. Техникăна çĕнетесси патшалăх программипе пурнăçланать.

2022 çулхи  кĕркуннеччен аграрисен патшалăх программипе усă курса ял хуçалăх техникине сакăр çула (çулталăкне 3%) пыракан лизингпа туянма пулать. Пĕрремĕш тÿлеве сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсма юрать. Техникăшăн тÿлесе татнă хыççăн предприяти республика бюджетĕнчен тăкаксен 50 процентне тавăрма пултарать.

2019-2021 çулсенче Пушкăртстан аграрийĕсем ял хуçалăх техникине туянма 28,6 млрд тенкĕ тăкакланă. Çак хушăра предприятисем хăйсен паркне 10 пин машинăпа çĕнетнĕ. Регионти ял хуçалăх техникине çĕнетмелли программăн витĕмĕпе 2011-2021 çулсенче  аграрисем 58,3 млрд тенкĕлĕх 31,1 пин техника единицине туяннă. Республикăри хуçалăхсем асăннă тĕллевсене пурнăçлама 12 млрд тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас