-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пĕçернĕ, пĕçернĕ-тĕтĕмленĕ кăлпассисене, сосискăсемпе сарделькăсене (пĕтĕмĕшле кăлпасси продукцийĕн 16 тĕсне) Азербайджана ăсатнă. Экспорта янă продукцин виçи 2,044 тоннăпа танлашнă.
Кăлпасси продукцине чикĕ леш енне ăсатиччен партине Пушкăртстан Республикинчи Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийĕн тĕрĕслевĕ витĕр ирттернĕ. Суйласа илнĕ продукцисене ятарлă лабораторисенче тĕрĕсленĕ.
Экспертиза кăлпасси продукцийĕ пысăк пахалăхлă пулнине тата çĕршыв-импортер ыйтнине тивĕçтернине çирĕплетнĕ.