-20 °С
Пӗлӗтлӗ
Республикăри чи сĕтлĕ районсем ята çаплипех Чекмагуш районĕ тытса пырать. Унта ĕçлекенсем 9,2 пин тонна чĕр тавар суса илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Илиш районĕ йышăннă. Унти фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем 7,5 пин тонна сĕт суса илнĕ. Вĕсем хыççăн сĕт суса илессипе пилĕк пинлĕх чикĕ урлă каçнă районсем шутне Çтерлĕ (5,9 пин тонна), Дюртюли (5,8 пин тонна) тата Авăркас (5,7 пин тонна) районĕсем кĕреççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.