Новости
2 Марта 2022, 06:50

Пушкăртстан Russian Travel Awards конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пушкăртстан Раççейри этнокультурăллă туризмра мала тухнă. Республика делегацийĕ «Этнокультурăллă туризм территорийĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Пушкăртстан Russian Travel Awards конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннăПушкăртстан Russian Travel Awards конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă
Пушкăртстан Russian Travel Awards конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă

Çакăн пирки регионти правительство сайтĕнче пĕлтернĕ.

Пĕтĕм Раççейри турист премийĕн меропрятийĕ Санкт-Петербург хулинче иртнĕ.

 - Эпир «Туризм тата хăнасене тарават кĕтсе илмелли индустри» проекта хатĕрленетпĕр. Çакă Раççейри çул çÿреве хăтлă, хăрушсăрлă тата интереслĕ тума пулăшĕ. Ĕçе регионти турист активне явăçтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Асăннă конкурссем активсене пĕр тĕвве пухма пулăшаççĕ, унта хутшăнакансем рынокри улшăнусемпе паллашаççĕ, - тенĕ Пушкăртстан Республикинчи Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ринат Фаткуллин.

Çавăн пекех Пушкăртстан Russian Travel Awards попечительсен канашĕн «Çулталăк çитĕнĕвĕ. Турист сувенирĕ» ятарлă номинацийĕнче лауреат ята тивĕçнĕ. Преми финалне пĕтĕмĕшле çĕршыври 32 регион представителĕ хутшăннă.

 - Çакăн йышши мероприятисене иртнĕ çулăн кăтартăвĕсене шута илсе йĕркелеççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ çĕршыври туризма тата хăнасене тарават кĕтсе илмелли индустрине аталантарасси пулса тăрать. Хăнасене кĕтсе илмелли индустри участникĕсем çулсерен лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ, - тенĕ Пушкăртстан Республикинчи Туризма аталантармалли центрăн директорĕн çумĕ Артур Идельбаев.        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас