Пур хыпар та
Новости
3 Мартӑн 2022, 16:45

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен кредит каникулĕсене йышăнасшăн

Раççей çыннисене хÿтĕлес тĕллевпе Патшалăх Думине сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен кредит каникулне йышăнасси çинчен калакан саккун проектне тăратнă.

Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен кредит каникулĕсене йышăнасшăн
Сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен кредит каникулĕсене йышăнасшăн

Раççейпе туслă мар çĕршывсенчен тата пĕтĕм тĕнчери организацисен ĕç-хĕлĕнчен хÿтĕлемелли саккун проектне Патшалăх Думине кĕртнĕ. Çав шутра 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен кредит каникулĕсене йышăнасси  çинчен калани пур. Асăннă срока правительство йышăнăвĕпе тата та тăсма пултараççĕ.

Саккун проектне экономика секторне пулăшакан ирĕк тата лицензи паракан процедурăсем, Раççейри страхлав ĕç-хĕлне йĕркелекен право хутшăнăвĕсем кĕреççĕ.  Вĕсем патшалăх тата муниципаллă организацисене таварпа, ĕçсемпе, çăмăллăхсемпе тивĕçтерессине йĕркелеççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас