Пур хыпар та
Новости
4 Мартӑн 2022, 14:25

97 çулхи кинемей пушарта сывă тăрса юлнă

Март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çÿлти Татăшлă ялĕнче Ибрагимов урамĕнчи йывăç çуртра пушар алхаснă.

97 çулхи кинемей пушарта сывă тăрса юлнă
97 çулхи кинемей пушарта сывă тăрса юлнă

Инкек сиксе тухнă вырăна пĕрремĕшсем пулса хăйсен ирĕкĕпе пушар хураллакан пушарçăсем килсе çитнĕ. Тĕп бригада вара каярах килнĕ. Çав вăхăт тĕлне вут-çулăм 8х11 метрлă çурта çавăрса илнĕ.  

Хăтаруçăсем пушара сÿнтернĕ, çуртран 97 çулхи хуçине илсе тухнă. Телее, кинемей сывă тăрса юлнă.  Ăна больницăна илсе çитернĕ, медицина пулăшăвĕ панă.

  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас