Пур хыпар та
Новости
4 Мартӑн 2022, 14:35

Пилешсем «чăваш халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ

Кармаскалă район центрĕнчи Культура керменĕнче «Туслăхăн çупкăмĕсем» («Соцветие дружбы») фестиваль шайĕнче районти хăй пултарулăх коллективĕсен концерчĕ иртнĕ. Мероприятине Кармаскалă районĕнчи чи лайăх та пултаруллă коллективсем хутшăннă.

Пилешсем «чăваш халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ
Пилешсем «чăваш халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ

Вĕсем «халăх» тата «тĕслĕхлĕ» ятсене илес тесе хăйсен ятарлă программисене хÿтĕленĕ. Сăмах май, Тинĕскÿл ялĕнчи «Пилеш» чăваш фольклор ансамблĕ (ертÿçи - Валентина Иванова) пирвайхи хут «халăх» ята тивĕçес тесе заявка панă. Асăннă ансамбль «Пир çапса кăларасси» тата «Ашшĕпе амăшĕ пиллени» туй йăли-йĕркисене кăтартса панă. Коллективсене республикăри халăх пултарулăх центрĕн компетентлă аттестаци комиссийĕ хак панă. Курăмлă ĕçсемшĕн сцена ăстисен ушкăнĕ «халăх ансамблĕ» ята илнĕ. Пилешсене пысăк звание тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, пултарулăх анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Ансамбльсен ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, званисене хÿтелесси ялан пысăк уяв шутланать. Çавăн пекех пултарулăхри аталанăва тĕрĕслекен хăйне евĕрлĕ экзамен та пулса тăрать. Хисеплĕ ятсене пултаруллă тата пуян репертуарлă коллективсене çеç парса чыслаççĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас