Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2022, 09:46

Пушкăртстана урăлтаркăчсем таврăнĕç

Пушкăртстанра эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, наркотик тытăмлă япаласемпе усă курса ăс-тăнĕ арпашăннă çынсен пурнăçне сыхласа хăварас тĕллевпе   патшалăх тата муниципаллă урăлтаркăчсен системине каялла тавăрĕç.

Унпа килĕшÿллĕн саккун проектне ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн сывлăх сыхлав, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсемпе ĕçлекен комитет ырланă.

 - Урăлтаркăчсене çĕнĕрен пуçарса ямалла. Çав вăхăтрах вĕсене укçа-тенкĕ туса илекен лавккана çавăрмалла мар. Вĕсен тĕп тĕллевĕ çын пурнăçне сыхласа хăварасси, тĕрлĕ саккуна хирĕçле ĕçсем, хăйсем е вĕсене хирĕç преступлениллĕ ĕçсем тăвасран асăрхаттарасси пулмалла. Ĕлĕкрех ун пек практика анлă сарăлнă пулнă. Çулсерен çĕршывра шалти ĕçсен системин медицина урăлтаркăчĕсене  çав тери вăйлă ÿсĕрĕлнине пула урисем çинче тăрайман тата хăйсем ăçта иккене те пĕлмен  2,5 миллионран пуçласа 5 млн таран çынна илсе килнĕ. Халĕ эрех-сăра виçесĕр ĕçнине пула Раççейре çулсерен  50 пин çын вилет. Ытларах чухне вĕсем ĕçлекен ÿсĕмри çынсем. Çав шутран 8-10 пин çын шăнса вилет. Вĕсене урăличчен урăлтаркăчра тытни пурнăçĕсене сыхласа хăварма тата обществăлла йĕркене тытма май парать, -  тенĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев.

Урăлтаркăчсене 2022 тата 2021-2024 çусене валли хывнă бюджет укçи-тенкипе тытĕç.

Пушкăртстана урăлтаркăчсем таврăнĕç
Пушкăртстана урăлтаркăчсем таврăнĕç
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас