Пушкăртстанри апат-çимĕç туса кăларакан предприятисен тиевĕ (нагрузка) 60-70 процентпа танлашнă. Апла пулсан та республика хăйне хăй тĕп продуктсемпе тивĕçтерме пултарать. Çакăн çинчен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕн çумĕ Юрий Лысов пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, кирлĕ пулсан производительсем кăларакан продукцин калăпăшне ÿстерме пултараççĕ.
- Аталану малашлăхĕ уççăн курăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, хальхи лару-тăру пирĕншĕн тупăшлă килсе тухать. Аякри çĕршывсенчен илсе килекен экзотика улми-çырлисемсĕр тата хăш-пĕр пулă сорчĕсемсĕр пуçне ытти юр-вара хамăр туса кăлараканнипе улăштарма пултаратпăр, - тенĕ Ю. Лысов.
- Регионта апат-çимĕç çитменнипе çыхăннă ыйтусем çук, пулма та пултараймаççĕ. Апат-çимĕç тумалли чĕр таварпа çур çула маларах тивĕçтернĕ, - пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министр çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Асăннă информацие канашлура «Росмол», УМКК, «Пищепром», «Хлебообъединение Восход», «Чишминский МЭЗ», «Красный ключ» «Башспирт» компанисен ĕçченĕсем çирĕплетнĕ. ПР Монополие хирĕç кĕрешекен федераллă службăн ертÿçи Андрей Хомяков социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ведомство тăтăшах тĕрĕслесе тăни çинчен каланă.
Апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесе тăни çинчен республикăри суту-илÿ министерствинче те пĕлтернĕ. Ведомствăн пуçлăхĕ Алексей Гусев регионта чи кирлĕ таварсен запасĕ çителĕклĕ пулни çинчен те сăмах хускатнă.
- Вак суту-илÿ тăвакан организацисенче тавар кирлĕлĕхне шута илсен 2022 çулхи январь уйăхĕн пĕтĕмĕшле тавар запасĕ 46, 6 млрд тенкĕпе е тĕрлĕ ушкăнри таварсемпе суту-илÿ тумалли 42 кунпа танлашнă. Лавккасене тавара çитерессипе чарса тăнисем пулман.