Новости
9 Мартӑн 2022, 06:12

Çăварни хапха умĕнче

Чăваш халăхĕн хăйне майлă интереслĕ уявĕсем питĕ нумай. Асра юлаканнисенчен пĕри – «икерчĕ эрни» е Çăварни. Ку хĕле ăсатнине, çуркуннене кĕтсе илнине пĕлтерет.

Çăварни хапха умĕнчеÇăварни хапха умĕнче
Çăварни хапха умĕнче

Çăварнине мĕн ĕлĕкрен паллă тунă, çак йăла паянхи кун та сыхланса юлнă. Çынсем çуркуннене сивĕ хĕле парăнтарма пулăшмалла тесе шаннă. Çавăнпа пĕрле пухăнса вăйă-кулă йĕркеленĕ.
Март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ (çак йĕркесен авторĕ) шкул çулчченхи шăпăрлансем тата кĕçĕн класра вĕренекен ачасем валли «Юрлар-ташлар, Çăварни хапха умĕнче» фольклор уявĕ ирттерчĕ. Ачасене вăйă формачĕпе килĕшÿллĕн Çăварни уявĕн историне каласа пачĕ, унăн йăли-йĕркисемпе паллаштарчĕ. Мĕншĕн çăварни икерчи ахаль апат кăна мар, ылтăн хĕвелĕн палли пулса тăнине те пĕлтерчĕ. Ачасем хаваспах «Вĕри икерчĕ», «Лашасем», «Çунашка», «Çăпата» вăйăсем вылярĕç. Унтан икерчĕ, хĕвел, çуркунне çинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, карталанса юрламалли юрăсене те аса илчĕç. Паллах, çак уяв икерчĕсĕр иртмест. Мероприяти вĕçĕнче пухăннисем тутлă та çуллă икерчĕпе сăйланчĕç.
Сания АРХИПОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Çăварни хапха умĕнче
Çăварни хапха умĕнче
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас