Пур хыпар та
Новости
9 Мартӑн 2022, 11:36

Ют çĕршыв таварĕсене хамăрăннисем улăштарĕç

– Лавккасенчи çÿлĕксем çинче чикĕ леш енчи таварсем çухалас пулсан, вĕсен вырăнне хамăр çĕршывра туса кăларнă пĕр евĕр паха таварсем йышăнĕç, – тенĕ Пушкăртстан Республикинчи ял хуçалăх министрĕн çумĕ Юрий Лысков.

Ют çĕршыв таварĕсене хамăрăннисем улăштарĕç
Ют çĕршыв таварĕсене хамăрăннисем улăштарĕç

«Раççейри производительсене пулăшмалли мерăсем кирек епле тавара та улăштарма май парĕç. Питĕ пĕлтерĕшлĕ отрасльсенче чикĕ леш енчи продукцие хамăр çĕршывра е Еврази экономика пĕрлĕхĕн продукцийĕпе улăштараççĕ. Хальхи вăхăтра чĕр тавара тата пухмалли хатĕрсене (комплектующие) улăштарассипе ĕçлеççĕ. Пирĕн шалти рынок кирек епле сценарие те хатĕр», - ăнлантарса панă регионти ял хуçалăх министрĕн çумĕ.
Çавăн пекех Юрий Лысков Пушкăртстанра климат лару-тăрăвне пула çитĕнмен апат-çимĕç таварĕсем çеç çуккине пĕлтернĕ. Ыттине пурне те хамăр регионтах акса-çитĕнтерсе пулать.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас