Пур хыпар та
Новости
10 Мартӑн 2022, 11:35

Мускав компанийĕ Ĕпхÿ хулине лучевой терапи системипе тивĕçтерĕ

 Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин пурлăхпа техника управленийĕ Мускаври «НТЦ Синергия» компанирен онкодиспансер валли лучевой терапи системине туянĕ. Асăннă организаци электрон аукционăн çĕнтерÿçи пулнă. Вăл контрактăн малтанхи хакне 10,5 млн тенке йÿнетсе 179,5 млн тенке çитернĕ.

Мускав компанийĕ Ĕпхÿ хулине лучевой терапи системипе тивĕçтерĕ
Мускав компанийĕ Ĕпхÿ хулине лучевой терапи системипе тивĕçтерĕ

Раççей Федерацин бюджетĕнчен онкологипе чирлисене пулăшу паракан организацисене укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен калакан килĕшÿпе Республикăри клиникăллă  онкологи диспансерĕ валли оборудовани туянĕç. Ĕçе пурнăçлакан (исполнитель) контракта алă пуснă хыççăн 120 кун хушшинче лучевой терапи системине вырăна çитермелле.

«НТЦ Синергия» компани Мускав хулинче 2014 çулхи февраль уйăхĕнче регистраци иртнĕ. Ăна пуçарса яраканĕ тата ертÿçи  Вениамин Тонкий шутланать. 2020 çулта компанин тупăшĕ 2,3 млрд тенкĕпе, таса тупăшĕ 134,05 млн тенкĕпе танлашнă.

Сиенлĕ шыçăсене пула вилесси республикăра иккĕмĕш вырăнта тăрать. Иртнĕ çул 100 пин çын шутне 156-шĕ онкологи чирĕпе пурнăçран уйрăлнă.

2021 çулта Пушкăртстан федераллă хыснаран 452,7 млн тенкĕ медицина оборудованине туянма илнĕ. Тепĕр 16 медицина хатĕрне республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă. 2024 çул вĕçлениччен сакăр онкологи уйрăмне медицина оборудованийĕпе тивĕçтерĕç.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас