Пур хыпар та
Новости
10 Мартӑн 2022, 09:40

«Сĕт-турăх кухнин» тупăшĕ 79 миллион тенкĕпе танлашнă

Пушкăртстанри «Сĕт-турăх кухни» коммерци ĕçĕ-хĕлĕн 2021 çулти тупăшĕ 79 млн тенкĕпе танлашнă тесе пĕлтернĕ республикăри суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев правительствăра иртнĕ оперативлă канашлура.

«Сĕт-турăх кухнин» тупăшĕ 79 миллион тенкĕпе танлашнă
«Сĕт-турăх кухнин» тупăшĕ 79 миллион тенкĕпе танлашнă

- Патшалăх заданине пурнăçланă май учреждени бюджет тулашĕнчи ĕçе-хĕле те йĕркелесе пырать. «Сĕт-турăх кухнисен» продукцине пĕлеççĕ, ăна «Байрам», «Ярмарка», «АШАН», «Апельсин», «Лента» тата ытти федераллă тата республика суту-илÿ сечĕсене тăратнă. Унсăр пуçне «Магнитпа» калаçусем йĕркеленĕ. Çавăн пекех обществăлла апатланупа тивĕçтерекен предприятисемпе тата уйрăм медицина организацийĕсемпе пĕрле ĕçлесси пирки сÿтсе яватпăр, интернет-лавкка та ĕçлет. «Сĕт-турăх кухнин» продукципе республикăри ача сачĕсен воспитанникĕсене тата 24 муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче вĕренекенсене тивĕçтереççĕ, - тенĕ Алексей Гусев.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, асăннă продукцисĕр пуçне суту-илÿ пункчĕсенче вырăнта туса кăларакан 59 тавар сутаççĕ. Çав шутра – чей валли курăк пуххисем, улма-çырла чипсийĕсем, пучахлă тырăсенчен тунă батончиксем, мороженăй тата ыттисем те.   

Астутаратпăр, паянхи кун тĕлне учреждени йышне Ĕпхÿри, Çтерлĕри, Нефтекамскри, Октябрьскинчи, Сибайри, Белорецкри тата Çÿлти Кигинчи çичĕ производство кĕрет. Вĕсенче пĕр талăкне 35 тонна сĕт ĕçе кĕртеççĕ, 17 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ.      

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас