Новости
11 Марта 2022, 11:55

Пушкăртстан вăхăтлăха сахăр песукне урăх регионсене сутмĕ

Пушкăртстанри влаçсем сахăр туса кăларакан завод ертÿçисемпе вăхăтлăха тавара Раççейĕн ытти регионĕсене сутма тăхтаса тăрасси çинчен калаçса татăлнă. Производительсемпе влаçрисем пĕр-пĕринпе ăнлану тупнă май, хальлĕхе пылак апатпа республика рынокĕнче ытларах усă курĕç.

Пушкăртстан вăхăтлăха сахăр песукне урăх регионсене сутмĕПушкăртстан вăхăтлăха сахăр песукне урăх регионсене сутмĕ
Пушкăртстан вăхăтлăха сахăр песукне урăх регионсене сутмĕ

- Лавкасемпе пĕчĕк суту-илÿ точкисенче сахăра туянасси 2-3 хут ÿснĕ, хăш-пĕр çĕрте пиллĕк те. Çакна суту-илÿ вырăнĕсене тытса тăракан ертÿçĕсем пĕлтереççĕ. Çавна пула дефицит тени пуçланать, мĕншĕн тесен сахăра туса кăлакансем ăна вырăна илсе килме ĕлкĕреймеççĕ. Çав вăхăтрах лавка е супермаркет тытса тăракансем тавар туянакансен ыйтнине тивĕçтерес тесе чылай нумайрах сахăр туянма тăрăшаççĕ, - тесе пĕлтернĕ ПР суту-илÿ минстрĕ Алексей Гусев.

Сăмах май, Пушкăртстан сахăр кăшманĕнчен çÿлерех асăннă тавара туса илессипе лидер регионсен шутне кĕрет. Пĕлтĕр эпир хамăра-хамăр сахăрпа тивĕçтересси 200 процентпа танлашнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас