Новости
13 Мартӑн 2022, 12:05

Туймазăра çĕнĕ госпитале хута янă

Ĕнер, март уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Туймазă хулинче кăшăлвируса хирĕç кĕрĕшмелли клиникăпа диагностика инфекци центрĕ уçăлнă. Медицина учрежденине уçнă çĕре Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров, республикăн премьер-министрĕ Андрей Назаров хутшăннă.

Туймазăра çĕнĕ госпитале хута янăТуймазăра çĕнĕ госпитале хута янă
Туймазăра çĕнĕ госпитале хута янă

Сывлăх сыхлав объектне Ĕпхÿри тата Çтерлĕри госпитальсем пекех питĕ кĕске вăхăт хушшинче туса пĕтернĕ. Ăна 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче хăпартма пуçланă, икĕ уйăхран вăл чирлĕ çынсене йышăнма хатĕр пулнă. Строительство лапамĕнче кашни кун талăкĕпех 900 çын ĕçленĕ.

 Малашне госпиталь таврари 2 хулапа 7 район пациенчĕсене медицина пулăшăвĕ парĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас