- Пушкăртстан Республики хăйне апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернĕ, малашне те тивĕçтерĕ. Эпир çак таварсене усă курнинчен темиçе хут ытларах туса кăларăпăр. Сĕт-турăх продукцийĕпĕ 130% таран тивĕçтернĕ, аш-какайпа çĕршыври малта пыракан регионсен шутĕнче, хăвел çаврăнăш çăвне республика усă курнинчен 7 хут ытла туса кăларать, хура тул çитĕнтерессипе акмалли лаптăксене ÿстеретпĕр, - тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Çав вăхăтрах ял хуçалăх министрĕ юлашки вăхатра çурхи ака-суха ĕçĕсен хакĕ самаях ÿснине те палăртнă. Ведомство ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, çур аки валли кăна 20 млд яхăн тенкĕ кирлĕ.