Пушкăртстан Республикинчи Туризм патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ренат Фаткуллин туристсен шучĕ иртнĕ çулхи кăтартусенчен 15% иртсе 4 млн çынна яхăн çитессине пĕлтернĕ.
- Туристсен шучĕ санкцисене пула ÿсессине тата кÿршĕри регионсенчен çынсем пирĕн республикăна канма килессине шанатпăр. Хăнасен шучĕ пилĕкçĕр пин çын ытларах пулассине, 3,5 миллиона е 4 миллионах çитессе палăртатпăр, - тенĕ туризм ведомствин ертÿçи.
Унăн сăмахĕсем тăрăх, турист сезонĕ май уявĕсенчен пуçланса август уйăхĕччен пырĕ. Çавăн пекех шкул туризмне аталантарнă май кăçал 11 пин ача çуллахи каникул вăхăтĕнче республика тăрăх çул çÿреве тухĕ.
2021 çулхи пĕтĕмлетÿсем Пушкăртстанри туризм 17% ÿснине, туристсен шучĕ 3,5 млн çынна çитнине çирĕплетнĕ.