

Пушкăртстанри Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Казак республикăра Мускаври пек кăшăлвируса хирĕç йышăннă чару мерисене пăрахăçлама шутламанни çинчен пĕлтернĕ.
- Республикăра кăшăлвируспа чирлесси кемсе пырать, юлашки эрнере чирлекенсен шучĕ 25 процента чакнă. Апла пулсан та COVID-19 инфекцие талăкра 1702 çын «çаклатнă». Çак хисеп пĕчĕк мар, çавăнпа та эпидемиологи мерисене пăрахăçлама иртерех-ха, - палăртнă Анна Казак.
Вăл çавăн пекех кăшăлвирус инфекцине сарăлма ирĕк паман мерăсене пăрахăçлассипе çыхăннă ыйтăва регион пуçлăхĕ ертсе пыракан оперативлă ларура çеç татса пама пултарни çинчен каланă.