Вĕсенчен пĕри – Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн проректорĕ, Республикăри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Мияки тăрăхĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ Виталий Викторов чăваш. Виталий Васильевича «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орден медалĕпе наградăланă.
Асăннă аслă шкулăн сиплев факультечĕн деканне Дамир Валишина Пирогов орденĕпе чысланă. Указра палăртнă тăрăх, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн ĕçченĕсене «çынсене медицина пулăшăвĕ панă май хăйсен ĕçĕсене пĕлсе, тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн, кăшăлвирус чирне сарăлма парас мар тесе тăрăшнăшăн» пысăк наградăсемпе чысланă.
Хисеплĕ Виталий Васильевича сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа ентешĕсем, çав шутра Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн хастарĕсем, ăшшăн саламлаççĕ. Малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.