Пур хыпар та
Новости
15 Мартӑн 2022, 11:12

Раççей регионĕсене 12 пин тонна тĕш тырă ăсатнă

2022 çул пуçланнăранпа Пушкăртстан Раççейĕн ытти регионĕсене 12 пин тонна яхăн тĕш тырă тата унран тунă продукцие ăсатнă.

Раççей регионĕсене  12 пин тонна тĕш тырă ăсатнă
Раççей регионĕсене 12 пин тонна тĕш тырă ăсатнă

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ведомствăра 339 карантин сертификачĕ хатĕрленĕ.
Ăсатнă партисен пĕтĕмĕшле виçи 11 пин те 845 тоннăпа танлашнă.
Республикăра ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем Раççейĕн сакăр регионне хăйсен продукцине сутнă.
Пушкăртстан Республики ытти регионсене ытларах тулăпа – 5,68 пин тонна, хĕвел çаврăнăш тĕшшипе – 5,16, йĕтĕнпе – 0,228, ырашпа – 0,21, шротпа – 0,26, кĕрпесемпе – 0,165, çăнăхпа – 0,125 пин тонна тивĕçтернĕ.
Карантина лекнĕ мĕнпур продукци Пушкăрт тĕпчев лабораторийĕн тĕрĕслевĕ витĕр иртнĕ.
– Фитосанитари экспертизисен кăтартăвĕсем тăрăх, тĕш тырă тата ытти продукцисен пробисенче хăрушă карантин организмĕсем тупман, продукцисене карантин объекчĕсенчен хăтарнă, – тенĕ ведомствăра.
Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас