Новости
15 Марта 2022, 07:45

Раççейре шăл тасатакан паста, кĕпе-йĕм çумалли порошоксемпе подгузниксен хакĕсем ÿсĕç-и?

Раççейре март уйăхĕн 15-мĕшĕнчен  P&G производитель туса  кăларакан Ariel, Tide, Lenor, Fairy, Pampers, Gillette, Head & Shoulders тата ытти ятсемпе тухакан таварсен хакĕсем 43% ÿсĕç.

Раççейре шăл тасатакан паста, кĕпе-йĕм çумалли порошоксемпе подгузниксен хакĕсем ÿсĕç-и?Раççейре шăл тасатакан паста, кĕпе-йĕм çумалли порошоксемпе подгузниксен хакĕсем ÿсĕç-и?
Раççейре шăл тасатакан паста, кĕпе-йĕм çумалли порошоксемпе подгузниксен хакĕсем ÿсĕç-и?

Çапла кĕпе-йĕм çумалли порошоксем 30%, çумалли хатĕрсем 26%, кил-çуртра тирпей-илем кÿртмелли им-çамсем 74% ÿсĕç.

Хĕрарăм гигиени валли кирлĕ таварсем 33%, ачасен 47% хаклăрах пулĕç. Илемлĕхпе сывлăх таварĕсем 67%, çÿçе тирпейлемелли им-çамсем – 63%, шăл-çăвар таварĕсем 58%, сухал хырмалли япаласем 65% ÿсĕç.

Производитель хаксен ÿснине Раççей рынокĕнчи лару-тăрупа тата ытти йывăрлăхсемпе çыхăнтарать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас