Новости
16 Марта 2022, 06:05

Пушкăртстан наукăпа технологисен аталанăвне миллиарда яхăн укçа-тенкĕ хывĕ

2022-2023 çулсенче республика наукăпа технологисене аталантарма миллиарда яхăн укçа-тенкĕ хывĕ. Патшалăх программин хакне ПР правительстви çирĕплетнĕ.

Пушкăртстан наукăпа технологисен аталанăвне миллиарда яхăн укçа-тенкĕ хывĕПушкăртстан наукăпа технологисен аталанăвне миллиарда яхăн укçа-тенкĕ хывĕ
Пушкăртстан наукăпа технологисен аталанăвне миллиарда яхăн укçа-тенкĕ хывĕ

Икĕ çул хушшинче çак тĕллевсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 481 млн тенкĕ хывĕç. Унсăр пуçне 426 миллионне бюджет шутне кĕмен çăлкуçсенчен тупасшăн. Нухрата наука тĕпчевĕсене йĕркелесе ирттернĕ çĕре ярĕç. Асăннă ĕç Пушкăртстана 2030 çулччен социаллă тата экономика тĕлĕшĕнчен аталантармалли проект витĕмĕпе иртĕ.

Влаçсем çавна пула республикăра экономика отраслĕн малта пыракан технологисемпе çыхăннă наукăпа тĕпчев ĕçĕсен шучĕ, хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ предприятисен хисепĕ, ĕç тухăçлăхĕ тата наука сотрудникĕсен ĕç укçи ÿсессе шанаççĕ.

Радий Хабиров  наука коллективĕсем туса кăларнă япаласемпе çĕнĕлĕхĕсем республикăри вĕрентÿ, медицина, социаллă сферисене тата инноваци производствин аталанăвне ырă витĕм кÿнине палăртнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас