- Коопераци республикăра ял хуçалăх продукцине туса кăларассине ÿстерме пулăшĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле пайĕ 15% танлашнă. Урăхла каласан, 25 млрд тенке çитнĕ. Тăхăр çул хушшинче çак пай 2,5 хут ÿснĕ – 5,8% (2012 ç.) пуçласа 14% (2020 ç) çитиччен. Çÿлерех асăннă проекта пурнăçа кĕртни пĕчĕк бизнеса аталантарма, ял таврашĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме, тавар туса илессин калăпăшне тата продукцие хута ямалли майсене ÿстерме пулăшать, - тенĕ Андрей Назаров.
Кăçал ДГП программи çĕнĕ условисемпе ĕçлет. Сăмахран, халĕ грант виçи 14 млн тенке çитет. Çав вăхăтра кооперативсем хывмалли укçа-тенкĕн пайĕ те ÿсет. Патшалăх пулăшăвĕпе ял хуçалăх продукцийĕсем туса кăлармалли техника туянма пулать.