Пур хыпар та
Новости
17 Мартӑн 2022, 16:49

Енчĕке суя укçасем те лекме пултараççĕ

2021 çулта Пушкăртстанри банк сферинче Раççей Банкĕн  622 суя банктнотне тупса палăртнă.

Енчĕке суя укçасем те лекме пултараççĕ
Енчĕке суя укçасем те лекме пултараççĕ

Суя укçасем шутĕнче ытларах пилĕк пинлĕххисем – 578. Çавăн пекех саккунсăр çаврăнăшран вун сакăр 1000 тенкĕлĕх,  вун тăватă 100 тенкĕлĕх, çичĕ 2000 пин тенкĕлĕх, пилĕк 500 тенкĕлĕх банкнот туртса илнĕ.

Раççей шайĕнче илес пулсассăн, республикăра тупса палăртнă суя укçасен шучĕ ытлашши нумай мар.  Иртнĕ çул Раççейре пурĕ 36,6 пин  Раççей Банкĕн  суя укçине тупса палăртнă. Вĕсенчен 27,9 пин хут укçа - 5000 пинлĕххисем, 4,2 пин  - 1000 тенкĕлĕххисем,  3,8 пин – 2000 пинлĕххисем.

 - Енчĕке суя укçа ан лектĕр тесен вĕсене виçĕ тĕп мелпе тĕрĕслес пулать: çутă çине тытса, алăпа тытса пăхса тата чалăштарса, - канаш панă Пушкăртстанри Наци банкĕнче.

Ачасем валли Раççей Банкĕ «Космический детектив: тайна семи банктнот» вăйă хатĕрленĕ. Ун урлă ансат мелпе суя укçасене палласа илме вĕрентнĕ.   

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас