

Вут-çулăм тухни çинчен хыпар ПР Инкеклĕ лару-тăрусен министерствине паян, март уйăхĕн 17-мĕшĕнче, ирхи 05:48 минутра çитнĕ. Хĕрлĕ автана хирĕç кĕрешме пушарниксемпе Гафурово ял Канашĕн ирĕклĕ пушар команди васкавлăн тухса кайнă.
- Вырăна çитсен пушарпа çăлавçăсен подразделенийĕсем вут-çулăм 7х9 метрлă йывăç çуртра алхаснине палăртнă. Пушара ултă сехет те çичĕ минутра сарăлма чарнă, уçă çулăма 07:01 сехетре тĕп тунă. Шел пулин те, инкек пулса иртнĕ вырăнта 1974 çулта çуралнă арçыннăн ÿтне тупнă. Пушар сăлтавне уçăмлатаççĕ, - пĕлтернĕ ведомство пресс-службинче.
Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн тата Раççей МЧС дознавателĕсем ĕçлеççĕ.