Хальхи вăхăтра обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртекен подряд организацийĕсене суйласа илессипе çыхăннă процедура пырать. Строительствăпа монтаж мероприятийĕсене кăçалхи çулăн апрель уйăхĕнче пуçлĕç.
2021 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă прооект шайĕнче 146 обществăлла территорине çĕнетнĕ. Çавăн пекех иртнĕ çулхине Пĕтĕм Раççейри конкурс шайĕнче Янаулпа Дюртюлĕ, Мелеузпа Агидель хулисенче тата Краснокамск районĕнчи Николо-Березовка ялĕнче пилĕк проекта пурнăçланă. Баймакпа Белорецк, Благовещенскпа Давлекан, Сибайпа Учалă хулисенче, Мелеуз районĕнчи Воскресенское тата Зилаир районĕнчи Зилаир ялĕсенче сакăр конкурс проекчĕн тĕп ĕçĕсене туса ирттернĕ. Çак объектсенчи вăтам хатĕрлĕх 87% танлашнă. Топ-8 рейтинга кĕнĕ конкурс çĕнтерÿçисен проекчĕсене 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçа кĕртсе пĕтерме палăртаççĕ.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда