Пур хыпар та
Новости
17 Мартӑн 2022, 16:20

Улу-Телякра социаллă-культурăллă центр хăпартаççĕ

«Культура» наци проекчĕ витĕмĕпе Улу-Теляк салинче 300 çын вырнаçмалăх социаллă-культурăллă центр хăпартаççĕ тесе пĕлтернĕ Иглин район администрацийĕнче.

Улу-Телякра социаллă-культурăллă центр хăпартаççĕ
Улу-Телякра социаллă-культурăллă центр хăпартаççĕ

- Вăрах вăхăт кĕтнĕ социаллă-культурăллă центр строительстви кун-кунран вăй илсе пырать. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ виçĕ пин ытла тăваткал метрпа танлашать, - тенĕ муниципалитетăн информаципе аналитика пайĕн ертÿçи Оксана Игнатьева. – Пĕрремĕш ĕçсем иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче пуçланнă пулсан, кăçалхи çул вĕçĕ тĕлне центр хăйĕн пĕрремĕш килсе çÿрекенĕсене йышăнма пултарĕ.

Улу-Теляк старости Халит Хатыпов пĕлтернĕ тăрăх, вырăнта пурăнакансем çĕнĕ клуб пирки 30 çул ытла ĕмĕтленнĕ. Хальхи культура çуртне 1948 çултах хăпартнă пулнă. Çав вăхăтра Улу-Теляк тата ял хутлăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансен йышĕ 3 пин ытла çынпа танлашать.

Çуртăн проекчĕпе килĕшÿллĕн центрта 300 çын вырнаçмалăх куракансен залĕ, кафетерий, компьютер студийĕ, ача-пăча вылямалли пÿлĕм, тренажер залĕ, сасă çыртаракан студи пулмалла. Çавăн пекех ача-пăча ÿнер шкулĕ тата модельлĕ вулавăш уçăлĕ. Библиотекăн фондĕнче 15 пин том кĕнеке упрама пулать.

 - Социаллă-культурăллă центр вырнаçнă территорине тирпей-илем кÿрĕç. Ачасем валли уйрăм лапам, килсе çÿрекенсемпе унта ĕçлекенсем валли машинăсем тăратмалли вырăнсем тăвĕç. Культура центрне инвалидсем те пĕр чăрмавсăр лекме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем валли пандуссем тата лифт хута яма палăртаççĕ, - палăртнă Оксана Игнатьева.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Культура

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас