Пур хыпар та
Новости
18 Мартӑн 2022, 10:05

Куйбышев чугун çулĕ çинче çăк турттарасси ÿснĕ

2022 çулхи март уйăхĕн пĕрремĕш çурринче Куйбышев чугун çулĕпе апат-çимĕç таварĕ турттарасси чылай ÿснĕ.

Куйбышев чугун çулĕ çинче çăк турттарасси ÿснĕ
Куйбышев чугун çулĕ çинче çăк турттарасси ÿснĕ

Çакна уйрăм таварсен тĕслĕхĕ çинче те çирĕплетме пулать. Сăмахран, поездпа çăнăх турттарасси 2,5 хут ÿснĕ е урăхла каласан пĕр пин тонна ытла пулать. Çак виçен 86 процентне çĕршыври регионсенчи потребительсем патне илсе çитереççĕ.

Тăвар турттарасси те 5,4 процент (талăкне икĕ тонна) нумайрах – пĕтĕмĕшле 500 тонна ытла. Март уйăхĕнче сахăра пĕр регионтан тепĕр региона илсе çитересси вăтамран талăкне 698 тоннăпа танлашнă. 2021 çулхипе пăхсан 10 процент пысăкрах.

Çавăн пекех март уйăхĕ пуçланнăранпа Куйбышев чугун çулĕпе 200 тонна тĕрлĕ эмел ăсатнă. Усĕм 2,6 хут нумайрах.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас