Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
18 Марта 2022, 09:16

Мистер Рональд вырăнне Ваня пичче

Раççейре Америка корпорацийĕн хăвăрт апатлану енĕпе ĕçлекен «Магдоналдс» сечĕ вырăнне унăн вырăсла вариантне шутласа кăларĕç.

Мистер Рональд вырăнне Ваня пиччеМистер Рональд вырăнне Ваня пичче
Мистер Рональд вырăнне Ваня пичче

Роспатент «Дядя Ваня» ресторан сетьне  уçма ыйтса çырнă заявкăна йышăннă ĕнтĕ. «Дядя Ваня» тавар палли - хĕрлĕ фон çине ÿкернĕ кириллица алфавитĕнчи «В» сас палли. Вăл Америка брендчĕн  тепĕр май çавăрнă паллине аса илтерет. Хальлĕхе заявка тĕрĕслевсем витĕр иртет.

Март уйăхĕн 14-мĕшĕнчен «Макдоналдс» Раççейре ĕçлеме чарăннă. Ĕпхÿ хулинче ресторансем ĕслеççĕ-ха, анчах вырăнти усламçăсем чикĕ леш енчи фастфуда хамăр çĕршыврисемпе улăштарма шутлаççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас