

- Пирĕн технологисем цистернăсене мазутран тата нефтьрен тасатма, унтан çак савăтсене çутă нефть продукчĕсем валли усă курма май параççĕ. Асăннă меслет тавралăха сиен кÿмест, - тенĕ Артем Токарев. – Мĕнпур оборудовани – хамăр çĕршывра туса кăларнисем. Пирĕн проекта чи пахисен шутне кĕртсен банк проценчĕсене чакарма пулĕ.
«Башойл» компани 2022 çулхи çу кунĕсенче «Уфанефтехим» промышленность зонинче хăйĕн ĕçне пуçарса янă. Инвестицин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 290 млн тенкĕпе танлашĕ. Аллă çынна ĕçе илĕç. Пушкăртстанри Инвестици проекчĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ «Башойл» проектне ырласа йышăннă, ăна чи пахисен шутне кĕртнĕ.