China Eastem Airlines авиакомпанийĕн Boeing 737 пассажир самолечĕ Китай Халăх Республикин Гуанси-Чжуанск автономлă районĕнчи Учжоу хула округĕн Тэн уесĕнче аварие лекнĕ. Унăн бортĕнче 133 çын пулни паллă.
Кăнтăр Китайра пассажир самолечĕ персе аннă
Вилнисем тата аманнисем пирки информаци çук. Халĕ шыравпа хăтару ĕçĕсем пыраççĕ. Самолет персе аннă вырăнта вăрман пушарĕ пуçланнă.
Гуанчжоури Раççей консульстви пĕлтернĕ тăрăх, персе аннă лайнерăн бортĕнче Раççей гражданĕсем пулман.