

Компани ĕçченĕ Ралия Давлетшина сăмахĕсем тăрăх, энерги перекетлекен кĕленче производствин технологийĕпе Раççейре çеç мар, пĕтĕм тĕнчипе усă кураççĕ.
- Пÿлĕм кĕленче пакетне электричествăпа тивĕçтернипе ăшăнать. Вăл ăшăтмалли тата инфра хĕрлĕ пайăркасем саракан прибор пек ĕçлет. Температура хăй тĕллĕн 0-тен пуçласа 65 градус таран йĕркеленет. Апла пулсан та шалти пÿлĕм çеç ăшăнать. Çухатусем çук, урама ăшăтмастпăр, пÿлĕмри кислород çунмасть, - тет Р. Давлетшина.
Компанире çуркуннепе кĕркунне çуртсене ăшăпа тивĕçтерме пăрахнă вăхăтра энерги перекетлекен кĕленче пакечĕсемпе усă курма май пурри çинчен калаççĕ. Сăмахран, пĕр тăваткал метр калăпăшлă кĕленче пакечĕ 10-12 тăваткал метрлă пÿлĕме ăшăтать.
Радий Хабиров Ĕпхÿ хулин мерне тата регионти Çĕр пурлăхĕн министерствине çĕнĕ цех валли çĕр лаптăкĕ суйлама хушу панă.
«Пушкăртстанри ăшăтакан кĕленче» компанине Ĕпхÿ районĕн Михайловка ялĕнче 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче регистрациленĕ. Унăн пуçараканĕсем Антон Меньшиков, Николай Панченко, Александр Григорьев тата Сергей Осинцев шутланаççĕ. Сергей Осинцев организацие ертсе пырать.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости