Урал сасси
+6 °С
Ясно
Новости
22 Марта 2022, 07:16

Икĕ республика пĕрле ĕçлесси пирки коммюнике алă пуснă

Март уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăртстан тата Донецк Халăх республикисен пуçлăхĕсем Радий Хабировпа Денис Пушилин ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Унта вĕсем республикăсене аталантарас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси пирки коммюнике алă пусса çирĕплетнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Икĕ республика пĕрле ĕçлесси  пирки коммюнике алă пуснăИкĕ республика пĕрле ĕçлесси  пирки коммюнике алă пуснă
Икĕ республика пĕрле ĕçлесси пирки коммюнике алă пуснă

Документпа килĕшÿллĕн суту-илÿпе экономика, наукăпа техника çыхăнăвĕсене аталантарĕç, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ сферисенче, çамрăксен политикипе культурăра çирĕп утăмсем тăвĕç.
Çавăн пекех тĕлпулăва Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров тата Донецк хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Кулемзин хутшăннă. Вĕсем те Ĕпхÿпе Донецк хулисем пĕрле ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова