-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Çавăн пекех старостăсене вырăнти канашлусенче хăйсен шухăшĕсене калама ирĕк парĕç. Полномочисем ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем унпа килĕшÿллĕ саккун проектне йышăннă хыççăн пурнăçа кĕрĕç.
– Старостăсен институчĕ тахçан авал пуçланса кайнă, ун евĕр хутшăнусене йĕркелекен саккуна пирĕн республикăра 2019 çулта йышăннă. Ял çыннисем хушшинче обществăлла пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама хăйсем çине яваплăх илес кăмăллă çынсем пур, анчах ун валли вĕсен полномочийĕсем çук. Староста статусĕ çакна тума ирĕк парать, – тенĕ парламент спикерĕ Константин Толкачев.
Надежда РОДИОНОВА.