+12 °С
Ясно


Çакăн пирки Пушкăртстан Республикинчи вăрман хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Венер Вахитов «Вăрмансене упрасси» федераллă проектăн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
- Лăсăллă йывăçсен вăррине пухассипе Архангельскпа Пелепей, Зилаирпа Макаров вăрман хуçалăхĕсем малта пыраççĕ. 2022 çулта виçĕ тоннăран кем мар вăрлăх пухма палăртаççĕ. Вăрман çĕнетессипе çыхăннă ĕçе пурнăçа кĕртме республикăра 68 вăрман питомникĕ ĕçлет. Унсăр пуçне лартмалли материал тухăçлă ÿстĕр тесе вăрман хуçалăхĕсем 32 теплица йĕркеленĕ, - тенĕ Венер Вахитов.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Экология