Министр сăмахĕсем тăрăх, эмелсен хакĕсем ÿсме пултараççĕ. Çав вăхăтрах пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлисен (çав шута 800 ытла препарат кĕрет) хакĕсене патшалăх тимлесе тăрĕ.
Хальхи вăхăтра республика аптекисенче эмелсем çитменни палăрмасть тенĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствин ертÿçи. Халăх ытларах усă куракан препаратсем вăхăтлăха пулмасса пултараççĕ. Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви Тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе тата Раççейри сывлăх сыхлав надзорĕн Пушкăртстанри уйрăмĕпе пĕрле аптекăсенче препаратсем пуррипе çуккине тĕрĕслесе тăрать.
Сăмахран, халăх щит евĕрлĕ парсене (щитовидная железа) сиплеме «Левотироксинпа» анлă усă курать. 2021 çулта республикăра пурăнакансене çакăн йышши 52 пин препаратпа тивĕçтернĕ. Кăçал вара ăна аптекăсене 10% ытларах илсе килнĕ.