Новости
24 Марта 2022, 11:05

Ипотека виçи 7 процентран 12 процента çити ÿсĕ

Раççей президенчĕ çăмăллăхпа усă курса паракан ипотека виçине 12% çити хăпартма сĕннине ырласа йышăннă. Çав вăхăтрах Владимир Путин çемье, ял тата Инçет Хĕвелтухăç тăрăхĕнчи ипотекăсен çăмăллăх ставкисем сыхланса юлассине пĕлтернĕ.

Ипотека виçи 7 процентран 12 процента çити ÿсĕИпотека виçи 7 процентран 12 процента çити ÿсĕ
Ипотека виçи 7 процентран 12 процента çити ÿсĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин правительство пайташĕсемпе иртнĕ канашлура çăмăллăхпа усă курса паракан ипотека программин условийĕсене улăштарассипе çыхăннă сĕнĕве йышăннă.

 - Ипотека рынокĕн туртăмне шута илсе правительство çак программăна улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. Çăмăллăхпа усă курса паракан ипотека виçине Мускавпа Санкт-Петербург хулисемшĕн, Мускавпа Ленинград облаçĕсемшĕн 2 млн тенке, ытти регионсемшĕн ултă миллион тенке çити ÿстерме палăртнă. Çакна тума хирĕç мар-и? Çавăн пекех ипотека ставкине 12% çитерме сĕнеççĕ, - тенĕ çĕршыв ертÿçи. - Çав вăхăтра ятарлă ипотека программисен виçи сыхланса юлать: çемье – 6%, ял – 3%, Инçет Хĕвелтухăç тăрăхĕнче - 2%.            

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас