Пур хыпар та
Новости
25 Мартӑн 2022, 14:34

Физкультура учительне асăнса йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнчи çĕнĕ купель территорийĕнче вырăнти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ Петр Афанасьевич Федорова асăнса йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна иккĕмĕш çул йĕркелеççĕ.

Физкультура учительне асăнса йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ
Физкультура учительне асăнса йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртнĕ

Ун йышши мероприятие ирттерес шухăша Петр Афанасьевăн пĕртăванĕсен  ачисем Виталий Григорьевпа Николай Федоров сĕннĕ. Шухăша ял Канаш администрацийĕпе ял хастарĕсем ырласа йышăннă.

Кăçал мероприятие тата та нумайрах çын, тĕрлĕ ÿсĕмри 100 ытла участник,  пуçтарăннă. Призерсем хăйсем çеç 48-ăн. Вĕсене хавхалантаракансем тата та нумайрах. Хĕллехи спорт тĕсне юратакансем Ермеккей  районĕнчен çеç мар Октябрьский, Пелепей хулисенчен, Туймазă районĕнчи Нижнетроицкий ялĕнчен, Оренбург облаçĕнчен килсе çитнĕ. Мероприятие ирттерме «Северная Нива Башкирия» ООО, Иванпа Аня Павловсем, Николайпа Любовь Федоровсем, ял хастарĕсем тата ял хутлăх администрацийĕ спонсорсем  пулса укçа-тенкĕпе пулăшнă. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă. Судьясен йышĕнче Ача-пăча спорт шкулĕн тренерĕсем пулнине палăртмалла.

Ял хуçалăх предприятийĕн, шкул, ача сачĕн поварĕсем, кил хуçи хĕрарăмĕсем вĕри чей вĕретсе ĕçтернĕ, тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйланă.  

Çапла пĕрлехи вăй-халпа ăмăрту хĕллехи сабантуя çаврăннă.

Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас