Пур хыпар та
Новости
25 Мартӑн 2022, 15:20

Нумай ачаллă 55 пин çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ парĕç

Пушкăртстанра нумай ачаллă 55 пин тата инвалид ача çитĕнтерекен 8,5 пин çемье пурăннине шута илнĕ.  Вĕсене пурне те тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса парĕç.

Нумай ачаллă 55 пин çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ парĕç
Нумай ачаллă 55 пин çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ парĕç

 - Иккĕмĕш çул нумай ачаллă тата сусăр ача çитĕнтерекен çемьесене пулăшу мерипе тивĕçтеретпĕр. Вĕсем çĕр лаптăкĕ е 250 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлеве суйласа илме пултараççĕ, - тенĕ Пушкăртстан Республикинчи çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен министр Наталья Полянская.

Паянхи кун тĕлне республикăри нумай ачаллă çемьесене пĕтĕмĕшле 40 пин гектар çĕр уйăрса панă, инвалид ача пур çемьесене – 6 040.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас