

«Çăка пылĕ» номинацире Ольга Чернова (Гафури районĕ) тата Ильшат Ибрагимов (Илиш тăрăхĕ) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.
«Хура тул пылĕ» номинацире Баймак районĕнчи Юлай Гайсин утарçă пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Хĕвел çаврăнăш пылĕ» номинацире Ренат Багданов хурт-хăмăрçа (Куюргазă районĕ) çитекен пулман.
Унсăр пуçне Ахмед Исмагилов (Кумертау хули) конкурса тăратнă чечек пылĕ те тÿресен кăмăлне çавăрса илнĕ.
Пĕтĕмĕшле ăмăртăва мĕнпур Раççейрен 118 пыл тĕслĕхĕ тăратнă. Çав шутра Подмосковье, Красноярск, Дагестан, Красноярск крайĕ, Тула облаçĕ тата ытти регионсем хутшăннине те палăртса хăвармалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесем парса чысланă.