Пур хыпар та
Новости
25 Мартӑн 2022, 14:37

Пушкăртстанра В2 витамин кăлармалли завод хута ярĕç

Пушкăртстанра В2 витамин туса кăларакан завод хута ярĕç. ПР  Правительстви  пĕлтернĕ тăрăх,  проекта пурнăçа кĕртме 1,4 млрд тенкĕ кирлĕ пулать.

Пушкăртстанра В2 витамин кăлармалли завод хута ярĕç
Пушкăртстанра В2 витамин кăлармалли завод хута ярĕç

Инвесторĕ «Биорон» ООО компани пулĕ. Бизнес-планпа килĕшÿллĕн проекта пурнăçа кĕртесси 2022 çултах пуçланать. Предприятие 2024 çулхи  4-мĕш кварталта хута яма палăртаççĕ. Унта 27 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

Предприятинче икĕ тĕрлĕ рибофлавин кăларĕç. Пĕри выльăх, чăх-чĕп апачĕ çине, тепри хамăр çиекен апат-çимĕçе хушмалли тата фармацевтикăра усă курмалли. Иккĕмĕшне витамин комплексĕсем, апат-çимĕç пĕçернĕ чух усă куракан сăрăсем хатĕрленĕ çĕре, кĕрпесемпе пăтăсене витаминсемпе пуянлатма ярĕç, çавăн пекех энергетика батончикĕсем, спорт апачĕ çине хушĕç.

Надежда РОДИОНОВА.

#Республикабашкортостан#уралсасси#национальные проекты#производительностьтруда

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас