Пур хыпар та
Новости
27 Мартӑн 2022, 16:10

Шурă пăру хуçине те тĕлĕнтернĕ

Иглин районĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕнче шурă пăру çуралнă.

Шурă пăру хуçине те тĕлĕнтернĕ
Шурă пăру хуçине те тĕлĕнтернĕ

«Пушкăртстан» телерадио патшалăх компанийĕ пĕлтернĕ тăрăх, фермер пĕр ăратлă ĕнесем çеç тытать. Вĕсен уйрăмлăхĕ - выльăхсем пурте хура тĕслĕ. Çак кунсенче вара пĕр ĕне шурă пăру пăрласа панă. Выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçа çак пулăм тĕлĕнмелле чăнлăх пулнине палăртнă.

Кунта çакна та каласа хăвармалла, çут тĕнчене килнĕ шуркаç пăру хастар та правур, тĕсĕсĕр пуçне хăйĕн ытти «йăхташĕсенчен» нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас