+18 °С
Облачно


Кăçал аграрисем йĕтĕн, кукуруза, хура тул тата сахăр кăшманĕ акмалли лаптăксене пысăклатасшăн. Тĕш тырă культурисем 1,7 млн гектар йышăнĕç. Пылак тымара 47 пин гектар çинче лартса ÿстерĕç. Çакă 1,8 млн тонна тухăç пуçтарса кĕртме май парĕ. Унтан вара 301 пин сахăр песукĕ туса илме пулĕ – çак запас 2,5 çула çитмелле. Пĕтĕмĕшле республикăри 18 район сахăр кăшманĕ акса ÿстерет.