Пур хыпар та
Новости
29 Мартӑн 2022, 17:15

Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ

Çак кунсенче «Пурăн, ял» проект шайĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕн ачисем Ĕпхÿ хулине çулçÿреве кайнă. Çулçÿревĕн тĕп тĕллевĕ республикăри Халăх пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ семинара хутшăнасси пулса тăнă.

Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ
Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ

Ĕпхĕве килнĕ ачасем Ĕпхÿ епархийĕн вокзал çумĕнчи Никольский чиркĕвне çитсе курнă. Унти настоятель çамрăк ăрăва ăшшăн йышăннă май ачасемпе Турă çурчĕ тăрăх экскурси ирттернĕ, вĕсене чан çапса пăхма та ирĕк панă.         

«Ачасене тăван халăх йăли-йĕркисене тĕпчеме явăçтарасси» фестиваль шайĕнче арçын ачасемпе хĕр ачасем Галина Емельянова этнохореограф тата фольклорист (Санкт-Петербург хули) ирттернĕ халăх вăййисене хутшăннă, карталанса юрăсем юрланă. Унсăр пуçне ял ачисем пирвайхи хут Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче пулса курнă. Чăн малтан вĕренекенсем тăван чĕлхепе литература урокĕсене илсе пыракан Любовь Пашинапа тĕл пулнă. Çавăн пекех инçе çула кĕскетсе килнĕ хăнасем асăннă шкулта ăс пухакан вĕренекенсем хатĕрленĕ концерт номерĕсене курса киленнĕ, «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕн ертÿçи Галина Кириллова йĕркеленĕ çамрăксен вăййисене вылянă.

Тĕлпулу йĕркелÿçи пирки те пĕр-икĕ сăмах каласа хăвармалла. Ăна йĕркелекенĕ – Ольга Геннадьевна Самарина. Вăл Салаватпа Кумертау епархийĕн «Пурăн, ял» социаллă-культурăллă тата миссионер проекчĕн ертÿçи шутланать.    

Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ
Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ
Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ
Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ
Чăваш Хурамал ачисем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас