Радий Хабиров тулă калчи сĕткенĕ – витграсс ятлă ĕçме (напиток) хатĕрлекен Буздяк районĕнчи Азат Мухаметгалиев фермер çинчен каласа панă. Асăннă ĕçмене республика пуçлăхĕ пуçласа ял хуçалăх производителĕсен куравĕнче тутанса курнă.
- Тутипе çамрăк кукурузăна аса илтерет. Производитель сăмахĕсем тăрăх, асăннă продукцин сывлăха çирĕплетекен тата сиплекен пахалăхĕ пур. Вăл хлорофилпа, витаминсемпе, аминокислотасемпе тата ферментсемпе пуян. Мĕнле пулсан та шĕвеке ĕçнĕ хыççăн хÿре ÿссе лармарĕ-ха, - шÿтлесе каланă Радий Хабиров.
Продукта туянас текенсем чылай пулнипе Мухаметгалиевсем хăйсен GreenAZEL суту-илÿ маркине уçнă. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ фермер тулă, урпа, ыраш, пăрçа ÿстернине те каланă. Ял хуçалăх ĕçченĕпе патшалăх пулăшăвĕ пирки сÿтсе явнă. Азат Мухаметгалиев Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин программине хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ.
- Азат Мухаметгалиев ял çыннисене те пулăшать. Унăн хуçалăхĕнче пушар машини пур. Инкек сиксе тухсан вут-çулăм сÿнтерме çывăх ялсене те çитеççĕ. Ачасемпе аслисем валли спортпа туслашма стадион тунă. Ял Канашне те пулăшу кÿрет. Çакăн пек вĕсем, хальхи вăхăт çыннисем, вĕсен хул пуççийĕ çинче ял тытăнса тăрать, - пĕтĕмлетнĕ республика пуçлăхĕ.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Малыйисреднийбизнесиподдержкаиндивидуальнойпредпринимательскойинициативы