

Унăн сăмахĕсем тăрăх, 2021 çулта регионта 150 пин тонна сахăр песукĕ туса илнĕ. Çав вăхăтра медицина кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакансем 32 пин тонна сахăр çиеççĕ. Рамиль Нуриахметов заводсенче сахăр пуррине, çавăнпа ăна запаспа туянма кирлĕ маррине те палăртнă. Кунсерен заводсем 550 тонна яхăн сахăр ăсатаççĕ – иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăтарту икĕ хут ÿснĕ.
– Заводсем организацисем хатĕрленĕ списокпа килĕшÿллĕн сахăр песукĕ уйăрса параççĕ. Вĕсем чăн малтан регионти суту-илÿ сечĕсене, çăкăр-булка пĕçерекенсене тата кондитер çимĕçĕсем туса кăларакансене, курттăм туянакансене таварпа тивĕçтереççĕ. Юлашкисем вара сахăра ваккăн тата пысăках мар пекарьнăсене сутаççĕ, – тенĕ Рамиль Нуриахметов.
Унччен маларах Раççейри Промышленность тата суту-илÿ министерствин ертÿçин çумĕ Виктор Евтухов «Объясняем.рф» интернет-порталта суту-илÿ сечĕсем сахăр песукĕпе çыхăннă лару-тăрура унăн хакĕпе мĕн тума пултарнине каласа панăччĕ.
– Пирте сахăрпа çыхăннă йывăрлăх çук, производительсем çителĕклĕ тавар туса кăлараççĕ. Продукцие экспорта яма тата ирĕклĕ кÿме чарнине шута илсен халăха сахăр песукĕпе тивĕçтерес ĕçре йывăрлăхсем сиксе тухмалла мар, – пĕлтернĕ Виктор Евтухов.
Министр çумĕ палăртнă тăрăх, сахăр тата тăвар ыйтакансем нумай пулни кил хуçи арăмĕсем малашне валли туянассипе, усламçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Хайлавлă майпа йĕркеленĕ сехĕрленĕве (паника) тавара ваккăн сутакан лавккасем те парăнаççĕ. Вĕсем продукцие суту-илÿ сечĕсенче ахаль хакпа туянаççĕ те хăйсен сентрисем çине ÿстернĕ хакпа сутма кăларса хураççĕ. Сăмах май, çак кунсенче право йĕркине сыхлакансем Хусан хулинче сахăр спекулянтне ярса тытнă. Вăл 50 килограмм таякан миххе пысăк хакпа сутма хăтланнă. Полици ĕçченĕсем сутăçăн кирлĕ докуменчĕсем, вăл уйрăм предприниматель пулнине çирĕплетекен хутсем пулманнине палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.