Новости
29 Мартӑн 2022, 06:55

Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем чакĕç

Пушкăртстанри власть органĕсем икĕ-виçĕ эрнерен хаксем чакма пуçлĕç тесе шутлаççĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ  таварсен хакĕсем чакĕçСоциаллă пĕлтерĕшлĕ  таварсен хакĕсем чакĕç
Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем чакĕç

ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев шучĕпе, Пушкăртстанра социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен дефицичĕ çук, мĕншĕн тесен ун евĕр продукцие лавккасене пĕр чăрмавсăр çитерессине кирлĕ шайра йĕркеленĕ. Çавăнпа та вăл икĕ-виçĕ эрнерен социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем, хальхи вăхăтра кил-хуçалăхра усă курмалли техника йÿнелнĕ пекех, чакма пуçлĕç тесе шутлать.
– Çынсем туянма пăрахсан тавар хакĕ те йÿнелĕ, – ăнлантарнă Алексей Николаевич регионти социаллă тата экономика аталанăвĕн оперативлă штабĕн правительство ларăвĕнче.
Канашлура регионти потребительсен рынокĕн лару-тăрăвне сÿтсе явнă. Пушкăртстан пуçлăхĕн социаллă коммуникацисемпе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Елена Прочаковская республикăра ача-пăча апат-çимĕçĕпе тин çуралнă пепкесен таварĕсем, çыру хучĕ хаклăланни пирки пĕлтернĕ.
– Пирĕн тĕп тĕллев – кирлĕ таварсене лавккасенчи çÿлĕксем çине илсе çитересси, – тенĕ Алексей Гусев.
ПР вице-премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов каланă тăрăх складсенче апат-çимĕç запасĕ çителĕклĕ.
- Çăнăхпа кĕрпе изделийĕсене, сĕт-çупа аш-какая лавккасене кирлĕ чухлĕ илсе килсе тăрĕç. Кашни кун суту-илÿ сечĕсене 550 тонна сахăр ăсататпăр. Запассем çĕнĕ тухăçчен çитмелле, – тенĕ Ильшат Фазрахманов.
ПР Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, сахăр кăшманĕ акма çĕнĕ лаптăксем те хатĕрлеççĕ. Кăçалхи çур аки вăхăтĕнче ăна 13 пин гектар ытларах акĕç, пылак çимĕçĕн лаптăкне 34 пин гектартан 47 пин гектара çитерĕç.
- Çапла тусан Пушкăртстанри кăшман акса ÿстерекен 12 район сахăр завочĕсене пĕр чарăнмасăр ĕçлеме майсем туса парĕç, - хăй шаннине пытарман Ильшат Ильдусович.
Республика пуçлăхĕн Радий Хабировăн шучĕпе, тавар туянакансен хĕвĕшĕвне хуласемпе районсенче кашни эрнерех ял хуçалăх ярмăрккисем ирттерни те лăплантарĕ.
- Халăх çак ярмăрккăсене кĕтет. Çынсем фермерсемпе ял хуçалăх производителĕсен пысăк пахалăхлă продукцийĕсене туянма ĕмĕтленеççĕ, - тенĕ Радий Хабиров. – Çакă аграрисемшĕн те ырă пулăм. Вĕсем хăйсен таварне вырнаçтарса чĕрĕ укçаллă пулĕç.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас