

Маларах асăннă компани производствăна Нефтекамскри «БелКам» индустри паркĕнче тăвасшăн пулнă. Проект хакĕ 850 млн тенкĕпе танлашнă. Юлашки килĕшÿсем тăрăх, инвестор çĕнĕ предприятие 1,5 млрд тенкĕ тăкаклама хатĕр пулнине пĕлтернĕ.
Sanica Pipe Турци компанийĕ проекта темиçе тапхăрпа хута ярасшăн. Пĕрремĕш тапхăрĕнче пластик трубасем кăларасшăн, иккĕмĕшĕнче – акрил ваннăйсемпе душевой кабинăсем, виççĕмĕшĕнче комбинациллĕ хурансемпе (комбинированные котлы) ăшăтакан батарейăсен производствине уçасшăн. Предприятинче 120 ĕç вырăнĕ пулĕ.
- Производство валли вырăн хатĕр, çывăх вăхăтра инвесторпа тивĕçлĕ килĕшÿсем тăвăпăр. Проекта «Инвестици сехетĕнче» пăхса тухма палăртатпăр, - пĕлтернĕ ПР Аталану корпорацин генеральнăй директорĕ Наиль Габбасов.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Повышение производительноститрудаиподдержказанятости